Асамла тенче - страница 3




Çимун тумланнă хушăра темиçе хутчен кĕсъере караслă телефон шăнкăравларĕ: туссем, амăшĕ пулчĕ. Аня çав-çавах шăнкăравламарĕ. Те ĕнтĕ хăй пĕрремĕш шăнкăравласса кĕтет? Епле пĕлсе çитейĕн мĕскер унта, пикен пуçĕнче?


Каçхине çилленнипе, каччă пике тухса кайни аван тенĕччĕ. Çитменне хĕр пĕр çук çĕртенех унăн кăмăлне пăсса хăварчĕ. Паян вара унсăрăн кичем, темĕн çитмест пек. Хваттер пушанса юлнăн туйăнать. Темех мар, иртсе каять тесе çавах хăйне йăпатма тăрăшрĕ. Çветтуй вырăн пушă пулмасть темеççĕ-и-ха? Урама тухса пĕр хутчен кăна ши-и! тесе шăхăрсан çавăнтах тĕрлĕ енчен, тĕрлĕ кĕтесрен хĕрсем пуçтарăнаççĕ. Каярахпа ÿкĕнме те ĕлкĕрĕ-ха. Виçмине Çимунăн амăшĕ каллех çемье çавăрасси пирки сăмах хускатнăччĕ, мăнуксем кирлĕ, имĕн! Мăнуксем! Вĕсем кăна çитместчĕç Çимунăн пурнăçĕнче.


Çав калаçу вăхăтĕнче каччă амăшне хыттăнах каларĕ, манăн пурнăçа ан хутшăн тесе. Халĕ, ав, аса илчĕ те – ÿкĕнчĕ чĕлхине тытса чарайманнишĕн. Унта та кĕрсе каçару ыйтмалли çинчен манăçтармалла мар терĕ хăйне, хатĕрленнĕ май.


Çула майăн каччă пылак апат-çимĕç лавккине кĕрсе амăшĕ валли пылак кукăль туянчĕ. Ара, амăшĕн чĕрине кăшт та пулсан çемçетмелле-çке-ха. Унтан тепĕр лавккара Ирина ырса панă списокпа апат-çимĕç туянчĕ те алăри сехетне пăхса илнĕ хыççăн Иринăн мăнукĕ патне çул тытрĕ. Хăй çывхарса пынине телефонпа шăнкăравласа систерсе хучĕ. Ирина хĕрĕ ăна урамра калинкке умĕнче кĕтсе илчĕ. Пилĕк çулхи хĕрача шурă тĕслĕ кĕпепе, çÿçне илемлĕн çеç пуçтарнăскер, амăшĕн аллинчен тытса тăрать.


Çимун машинан малти алăкне уçрĕ те:


– Вырнаçăр, чиперккем. Мĕн тери илемлĕ сирĕн çÿçĕр! – терĕ.


– Çимун, мухтасси пирки асăрхануллă пулăр, ача питĕ кăмăллать мухтанине. Ĕнер ирхине кăна манран: «Анне, мĕскер пулать вăл илĕртÿçĕ?» – тесе ыйтрĕ. Ăнлантарса патăм, çавăнтах: «Ара, ку вĕт пĕтĕмпех ман çинчен», – тет. – Йăл-кулупа каласа пачĕ хăрачан амăшĕ, пепкине машинăна вырнаçтарнă май.


Хĕрача сăмсине каçăртса малалла тинкернĕ хушăрах юбкине тирпейлерĕ. Унтан вара аллисене чĕркуççийĕсем çине хучĕ. Амăшĕ юлашкинчен вĕсене алă сулчĕ те машина хускалса кайрĕ.


– Чиперкке, – чĕнчĕ каччă хĕрачана шÿтлĕ сăпайлăхпа, – эпĕ вĕт сирĕн ятăра та пĕлместĕп. Уçмастăр-ши мана ку вăрттăнлăха?


– Алина. Алинчик тесе чĕнсен те хирĕçлессĕм çук, – хуравларĕ хĕрача.


Кун хыççăн каччăн ахăлтатса кулса ямалли çеç юлчĕ. Тимлĕн пăхрĕ вăл ун çине. Хĕрача, шурă кĕпе тăхăннăран, тÿперен аннă пĕлĕт евĕрех курăнчĕ. Кун ытла та шăрăх пулнине халĕ каччă тавçăрса илчĕ те ачана сĕнес шутпа:


– Сире, чиперккене, мороженăйпа сăйлама юрать-ши?


– Сăйласан питĕ аванччĕ, ытла та шăрăх, – пуçне сулчĕ килĕшсе Алина. – Çырлаллине анчах. Анне вара кун пирки пĕлмесĕр юлтăр. Юрать-и?


«Ытарайми илемлĕ хĕрача ку, Алина. Çитĕнсе çитсен никама та парăшас çук», – ăшĕнче шухăшласа пычĕ Çимун. Кафе патĕнче машинăна чарчĕ. Алăка уçса хĕрачана алă тăсрĕ, машина çинчен анмашкăн пулăшрĕ. Çав самантра вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тĕл пулчç те Çимун самантлăха шак хытса кайрĕ. Куçсем! Акă, вĕсем, арçын ĕмĕрĕпе кĕтнĕ куçсем!


– Сирĕн куçăрсем хĕвеллĕ кунхи тÿпе евĕрех!.. – чăтса тăраймарĕ каччă.


– Мĕн тери илемлĕ сăмахсемпе палăртма пултартăр эсир манăн куçсем пирки! Ыттисем вара пурте кăвак тĕслĕ теççĕ те – пĕтрĕ.


Кафене кĕрсе вырнаçса ларсан Алина пĕр чарăна пĕлмесĕр калаçрĕ. Именесси çук пулас ку хĕр тĕпренчĕкĕн. Иринăн асăрхаттарăвне аса илтерсе пур тантăшĕсем çинчен каласа пачĕ, аслашшĕ пĕр çукшăнах ача çине мăкăртатнине те хăвармарĕ. Чылай мĕскер çинче пĕлтерчĕ, чылайăшне тавçăрмасăрах юлчĕ Çимун. Хăй вара ăнтан кайса итлесе ларчĕ хĕрачана, çав хушăрах унăн секер куçĕсенчен хăйĕн куçĕсене илмерĕ. Ытарайми илемлĕн курăнчĕç вĕсем ăна.