Юратап эп сана - страница 10
Косынкине тирпейлĕн çыхрĕ те ĕсе пикенчĕ вăл та. Хĕрсе ĕçленĕрен маçтăр çывхарнине те асăрхамасăр юлчĕ. Арçын пурне те сывлăх сунчĕ, лайăх ĕçленĕшĕн мухтаса та илчĕ. Аня çав вăхăтра шкулти пуху çинчен аса илех кайрĕ.
– Сергей Иванович! – кăшкăрчĕ вăл. – Манăн паянхине шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ, иртерех кайма юрать-и?
– Кайăн, – çур сăмахранах ăнланчĕ маçтăр. – Çапах та каяс умĕн тепре те асăрхаттарăн.
– Тавах, – йăл кулчĕ Аня. Кăнтăрла çитеспе унăн пуçĕ çурăлса тухасла ыратма пикенчĕ. Тăватă çул ĕнтĕ çак ĕçре тăрăшать вăл, çавах сăрă шăршине ниепле те хăнăхса çитеймест. Тепĕр çĕре куçма та май çук. Пĕчĕк хула таврашĕнче лайăх шалуллă ĕç тупма хĕн çав ĕнтĕ, унăн вара хĕрне ÿстермелле, хăй те çамрăк-ха. Ĕçри коллектив пĕр чăмăр тесе калаççĕ-ха, анчах пурнăçра кăшт урăхларах тухать. Çынсем çăлтăрсем пекех пĕр пĕринчен инçе. Пĕри кăна йăпатать Аньăна – Ксюша, хăйĕн тĕпренчĕкĕ.
Малтанхи кунсенче пепке çумне выртса макăрнă самантсене халĕ вăл йăл кулса аса илет. Анне туйăмĕпе нимĕн те танлашаймасть çав ку тĕнчере. Пепкине аса илсенех чун-чĕре савăнать, пурăнма çăмăлрах туйăнать.
Кăнтăрлахи апат хыççăн Аня çĕнĕ вырăна куçрĕ. Валя ăна пулăшма килĕшрĕ. Аньăпа танлаштарсан вăл тулли питлĕскер, кĕлетки те самаях сарлакарах. Те çавăнпах ĕçре мăранрах. Сиксе ÿксе ĕçлени çук.
Ĕçе пуçăннăччĕ кăна-ха, Валя сасси илтĕнчĕ:
– Аня, каçхине сан мĕнлерех плансем? Тен, пĕрер çĕре каятпăр, мĕнлерех?
Пĕрер çĕре? Ку юлашки хут хăй çын çине хăçан тухнине те аса илеймест Аня. Мĕнпур пушă вăхăта кил таврашĕ, Ксюша йышăнать.
– Çук, Валя, пулмасть. Манăн шкула пухăва каймалла. Ксюшăна та никампа хăварма çук, – сăмаха пăрма пăхрĕ Аня.
– Кÿршĕсем вара? Хăварма пулмасть-им?
– Аван мар, Валя, тата каçхине кĕпе-йĕм ухса илесшĕнччĕ.
– Ĕлкĕретĕн. Капла хăвăн çинчен хăçан шухăшлама шутлатăн?
– Хам çинчен? – Аня пĕр саманта шăпланчĕ. Чăнах та пурне те пулăшма тăрăшать вăл, хăй валли вара вăхăт çукпа пĕрех. Вăл çирĕм улттăра кăна вĕт-ха. – Манан ĕçе вара кам ĕçлет?
– Хăвăнне хăв пĕлетĕн ĕнтĕ, манран чĕнсе пултăр. Сăмах май, Вадим санпа питĕ кăсăкланнăччĕ унччен. Салам калама хушрĕ тĕл тусан.
Вадима аса илсенех куç умне тÿрех йĕркеллĕ çамрăк каччă сăнарĕ тухрĕ. Манăçнăччĕ ĕнтĕ вăл. Юлашки хут икĕ çул каярах темĕнле уявра тĕл пулнăччĕ вĕсем.
Валя вара малаллах тăсрĕ:
– Мĕнлерех пурăнать? Унăн кам та пулсан пур-и? – тет. Питĕ кăмăлне кайнă пулас эсĕ. Вăт кама качча тухмаллаччĕ санăн, алă çинче йăтса çÿренĕ пулĕччĕ. Эсĕ вара ĕçкĕçе тухрăн та, ак, халĕ те нушаланатăн…
Аня, шухăша путнăскер, вальăн сăмахĕсене хăлхана чикмес ерех ирттерсе ячĕ. Чĕре вара Вадим çинчен шухăшлама хистерĕ. Вадим ăна чăннипе те кăмăллатчĕ ĕнтĕ, саватчĕ. Енчен те…
Кĕрхи сулхăн каçчĕ ун чухне. Тома, Аньăн çывăх тантăшĕ, дискотекăна кайма чĕнчĕ. Унта мар, çуралнă кунне кайрĕç вĕсем. Аня каялла çаврăнма та шутланăччĕ, анчах ыттисенчен юлас темерĕ. Алёшăпа темĕнле тĕлсĕрле пулса тухрĕ.
Пĕр класра вĕреннĕ пулсан та килешсех каймастчĕ вăл ăна. Хальхинче те Тома ертсе кайман-тăк, нимен те пулас çукччĕ-ши? Уяв вĕçленсен хăнасем саланса пĕтнĕччĕ. Алёша Аньăна килне ăсатма пулчĕ. Каç тĕттĕм пулнăран пике килĕшрĕ. Пĕлес пулсан… тен, пĕчченех утнă пулĕччĕ-ши? Подъездра Алёша вăйпа тенĕ пек хĕре тутинчен чуптурĕ.
Çавна аса илсен Аня халĕ те ÿт-пÿ тăрăх вĕри чупнине туйса çÿçенсе илчĕ. Каччă пĕрре чуптурĕ, иккĕ… Аня хумханнăран, кăшт хĕрлĕ эрехне тутаннăран, йăлтах пуçне çухатрĕ. Алёшка самантпа усă курмасăр юлмарĕ. Анчах мĕн пулмалли пулнă ĕнтĕ.