Юратап эп сана - страница 5
– Ăнланатăп. Пĕр-пĕр илемлĕ майра тĕл пулчĕ куç умне, тыткăнларĕ? Ку аван, питĕ те аван! Хăçанчен хусаххăн çÿреме пулать? Çулсем вĕт кĕтсе тăмаççĕ… – килĕшрĕ Çимун. – Авлантăн, пулать, мăшăрлантăн?
– Тĕрĕспе каласан, ăнлантăн пулĕ, вăл хальлĕхе арлă-арăмлă-ха, çулталăк ытла пĕрле пулсан та. Ытарайми хĕрарăм вăл, сапăрлă, тирпейлĕ, çавăнпа та парне кăмăлне кайтăрччĕ тетĕп.
– Ку чухне мĕскер тесе калама та хĕн. Ку йышши арча парнелеме юрамасть пулĕ. Ытла та тăкаклă парне пулса тухать, – кăшт шухăшланă хыççăн чĕнчĕ Çимун, укçа енчен çамрăк чухнех хытăрахччĕ те, çав-çавах юлнă пулас.
– Хакĕ-мĕнĕ, темех мар! – хирĕçлеме пăхрĕ Ухваниç. – Чи малтан, вăл ăна кăмăлне кайтăрччĕ! Эпĕ вĕт ăна тĕлĕнмелле капăр япала туянасшăн хыпăнса çÿретĕп! Арчи вара, чăнласах хама та питĕ те килĕшет, апла ăна та килĕшмелле. Вăл тивĕçлипе йышăнасса халех шанса тăратăп. Кăтарт-халĕ, хăш вырăнта туянтăн?
Çимун хирĕçлемерĕ, ертсе кайрĕ Ухваниçе. Лешĕ пĕр шелсĕр укçине кăларчĕ те тыттарчĕ сутуçа. Арчи вара чăнласа та илемлĕ: тăп та лăп, ытти çакăн йышши арчасемпе танлаштарма та çук. Пĕр сăмахсăр, хăть мĕнле арăмăн сĕтелĕ çинче те вырăнлă пуласси куç кĕрет.
– Тавтапуç сана, тусăм! Халĕ те тĕл турăм! Эсĕ тĕл туман-тăк, мĕскер туяннă пулăттăм-ши? Эпĕ те сан пекех çыртарам-ха арча çине…
– Мĕскер çыратпăр? – ыйтрĕ гравёр пуçне çĕклесе.
– Çырăр, – Ухваниç шухăша кайрĕ, вырăнлă сăмахсем шыранчĕ, – «Телей сунатпăр!»
– Ара, Ухваниç, эсĕ парнине хăв ятăнтан çеç парнелеместĕн-им? – тĕлĕнсе пăхрĕ тусĕ çине Çимун. Тĕлĕнмелле ку Ухваниç, шак тĕлĕнмелле…
– Манăн чĕрере вырăн йышăннă хĕрарăм тăр пĕччен мар, арлă-арăмлă, – ним пулман пекех хуравларĕ Ухваниç, – çавăнпа та, упăшки тем те пĕр ан шутлатăр тесе, çавнашкал çырсан авантарах пулать пулĕ, тетĕп. Мĕнле те, ыйтас-тĕпчес пулсан, ĕçре тантăшсем парнелерĕç теме пултарать.
– Ухваниç, çавах та тепĕр хутчен шутласа пăх, капла эсĕ хăвна патша йышши сăнарлатăн. Эпир Пĕрремĕш е Иккĕмĕш Ухваниç, патша аллинчен парнелетпĕр тенĕн…
– Эсĕ тĕрĕсне калатăн. Манăн вара пуçа та килмерĕ ку шухăш. Атя-ха, шутласа пăхар иккĕн, – çăмăллăнах килĕшрĕ юлташĕн сĕнĕвĕпе арçын.
Пилĕк-ултă минутласа шутланă хыççăн, «Телей сунса!», тесе çыртарма килĕшрĕç.
Гравёр хăйĕн ĕçне аван пĕлнĕрен тата кăмăлланăран-ши, çавăнтах çырса пачĕ те арçынсем суту-илÿ ценрĕнчен тухрĕç урама.
– Эпĕ тепĕр çирĕм-çирĕм пилĕк минутран унпа тĕл пулатăп, -терĕ Ухваниç. – Паянах, вăрах вăхăта тăсмасăр, парнелетĕп. Ыранхине те килет тĕл пулма, те çук. Хăв ăнланатăн. Çав тери те йывăр, хĕрарăм пĕр санăн çеç марне йышăнма. Ыранхине праçник, праçнике вара çемьесемпе ирттереççĕ, кил-йышсемпе.
– Ара, Ухваниç, енчен те пĕр-пĕрне çав тери кăмăлласан, вăл вĕт уйрăлма та пултарать упăшкипе. Халĕ ку енчен йывăрлăхсем çукпа пĕрех. Кун çинчен эсĕ унпа сăмах хускатман-и? – кăсăкланса ыйтрĕ Çимун.
– Калаçмасăр, пĕрре çеç мар калаçнă. Анчах та, вăл уйрăлса кайма килĕшмест. Темĕнле-тĕр йывăрлăх пур терĕ ман, кун пирки сăмах хускатсан, енчен те эпĕ çине тăрас пулсан, урăх нихăçан та курăнмастпăр пĕр-пĕринпе…
– Пулать ĕнтĕ кунашкал ĕç-пуç. Ăнăçу сунатăп! Манăн вара ĕçе утмалла. Сехет каçхине саккăрсăр та киле таврăнма пулмасть
Праçник умĕн хуть ăçта та тĕркĕш пулать, Çимунăн та ĕçĕнче çавăн пекех килсе тухрĕ. Ĕç туни те çук, шавĕ вара… Пурте праçнике хатĕрленеççĕ те, офис ĕçченĕсем вара ытларах хĕрсем. Çимун мĕнле килне лекме чăтăмсăррăн васкасассăн та, арăма парнепе тĕлĕнтерес шутпа, унăн куçĕсенче тĕлĕнтерÿ туйăма сăнас тесе, çавах та сакăр сехет çитмесĕр тухмарĕ.